Описание
"Сириус» чи çутă çăлтăр.
Çамрăк космонавтсен юхăмне Чăваш Енре 2005 çулта пуçарнă. «Çăлтăрлă çул чĕнет» республика программине тĕпе хурса Мăн Явăшри вăтам шкулта та çамрăк космонавтсен отрядне йĕркеленĕ. Отрядра пурĕ 15 вĕренекен. Çамрăк космонавтсен пуçламăш утăмĕ зачетран пуçланать. Çавнашкал пухура авиаципе космонавтика, астрономи пĕлĕвне тĕрĕслеççĕ. Ачасен Тăван çĕршыв историне, космонавт летчиксене лайăх пĕлмелле. Тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухсан «Ĕмĕтленекен» картлашкана хăпарма май пур. «Шыравçă», «Маçтăр» тата «Çăлтăр» категорисене çитиччен самай тар тăкма тивет вĕсен. Отрядра 15 - «Ĕмĕтленекен» , 8- «Шыравçă», 1- «Маçтăр». Практика ăсталăхне отрядсем хăйсем тĕллĕн туптаççĕ. Пултарулăхне тĕрлĕ конкурса хутшăнса кăтартаççĕ. Çамрăк космонавтсем Республика, Раççей шайĕнче иртекен ăмăртусенче хутщăнаççĕ. Мускав, Киров хулисенче çулсерен иртекен конференцисенче хутшăнса мала тухаççĕ. Акă кăçал та юпа уйăхĕн 22 – мĕшĕче 9 класра вĕренекен Бычкова Аньăпа 10 – мĕш класра вĕренекен Макарова Надя Киров хулинче иртекен Циолковскине халалланă вулава кайма хатĕрленеççĕ. Çавăн пекех республикăра Андриян Григорьевич Николаев космонавта халалланă вулав ирттересси йăлана кĕнĕ. Çулсерен çак конкурса хутшăнса «Сириус» çамрăкĕсем малти вырăнсене йышăнаççĕ. Акă, Максим Шариков «Андриян Григорьевич Николаев – чăваш паттăрĕ» ĕçе хÿтĕлесе 3- мĕщ вырăн йышăнма пултарчĕ, Надя Макарова А. Г. Николаев 1975 çулта Вăрнарта пулни çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Ĕçе жюри членĕсем лайăх хак панă, Надя 2- мĕш вырăн йышăнма пултарнă. 7 – мĕш класра ăс пухакан Валя Федорова «Уйăх» тĕпчев ĕçĕпе 1 – меш вырăна тухнă. Ачасем борт – журналсен, сывлăшри çĕленсен фестивальне, ÿкерчĕксемпе ал ĕçĕсен пултарулăх конкурсĕсене те тимлĕ хутшăнаççĕ. Акă вĕсем тĕрлĕ конкурсене хутшăнса сумлă вырăнсене йышăнакан Мăн Явăш хастарĕсем: Аня Бычкова, Леня Федоров, Лида Фомина, Лена Казакова, Тимур Ильин, Рома Петров, Лена Федорова. Ачасем «Орленок» лагерьте, Байконур космодромра, Мускав облаçĕнчи Королев хулинче пулса курчĕç. Юлашкинчен çитĕнÿ тунине кура пултаруллă отрядсене палăртаççĕ. «Сириус» отряд вĕренÿ çулĕ вĕçĕчи пĕтĕмлетÿсем тăрăх 50 ытла отряд хушшинче ăмăртса икĕ хутчен «Чи лайăх отряд» ята тивĕç пулчĕ. «Сириус» ята ахальтен суйласа илмен ачасем, вăл чи çутă çăлтăр. Вĕсем те çавăн пекех çутатасшăн, ялан малта пуласшăн. Пултаруллă вĕренекенсене ăста вĕрентекенсем: Альбина Васильевна Павлова, Елена Ивановна Макарова тата Альбина Мартынована Фомина пулăшса пыраççĕ. Çулсерен çамрăк космонавтсем Юрий Гагарин, Андриян Николаев ентешĕмĕр паттăрлăхне тĕслĕх вырăнне хурса тĕнче уçлăхĕн историне шĕкĕлчеме тата ытти